Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ипполит Шортан


Шортан Ипполит Иванович (чӑн хушамачӗ Иванов) — чӑваш критик, литература тӗпчевҫи. 1925 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мешӗнче Шупашкар районӗнчи Анаткасра ҫуралнӑ. 1993 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1973 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1968 ҫулта РСФСРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. 1982 ҫулта филологи ӑҫлӑлӑхӗн кандидачӗ ятне илнӗ.

Кун-ҫулӗ

Шупашкарти вӗрентекенсен институтӗнче, Чӑваш педагогика институтӗнче, ЦК КПСС ҫумӗнчи аслӑ парти шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Ачасене вӗрентнӗ, «Коммунизм ялавӗн» редактор ҫӳмӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ, тӗпчев институчӗн литературӑпа фольклор пайӗн заведующиӗ пулнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 2 степеньлӗ орденне, медальсене тивӗҫнӗ.

Ӗҫӗсем

Я. Ухсай, П. Осипов, П. Хусанкай, В. Алентей тата ытти ҫыравҫӑсен пултарулӑхне тӗпченӗ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

Вуламалли

Ҫаван пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Ипполит Шортан

Тулли верси :: Статья каҫми